Чӑваш Енри 11 педагог Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫӗршывӗпе илсен ун пеккисен пӗтӗмӗшле йышӗ — 1250 ҫын.
Республикӑн вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗ-вӗрентекенсене 200-шер пин тенкӗ преми парӗҫ. Сумлӑ йышра чӑваш чӗлхи учителӗсем те пур. Вӗсем — Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ираида Матьянова тата Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти Александр Степанов.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Микки мыскарисем» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Ларионов ҫыравҫӑ-журналист.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ кӗнекен алҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ произведенисен 2022 ҫулхи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли шӑрҫаланӑ 11 калав кӗнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ — Юлия Лутошкина.
Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Кӑҫал вӑл 13-мӗш хут иртрӗ.
Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑннӑ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫленӗ.
«Хавал лагерь вӗҫленчӗ. Пиллӗк кун хушши тем те тунӑ, тем те пӗлнӗ. Ыран ирхине киле таврӑнатӑп. Паллах, тепӗр ҫулта та Хавала пыратӑп. Хавалтан лайӑхрах нимӗн ҫук!» — хыпарланӑ халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Игорь Алексеев.
Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ тӑрӑхне чӑваш блогерӗ Константин Доброхотов пырса ҫитнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫатра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
«Паян Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковка ял библиотеки чӑваш халӑх культурине, чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшакан паллӑ блогера Константин Доброхотова кӗтсе илчӗ», — хыпарланӑ аякри йӑхташӑмӑрсем.
Хаҫатӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Шупашкар хӑнине «Шуратӑл» литпӗрлешӳ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш вулавӑшӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Валентина Зорина каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Константин Доброхотов К.В. Иванов палӑкӗ патне ҫитсе пуҫ тайнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе 102 ҫулхи Николай Михайлович Ефимовпа курса калаҫнӑ, сюжетсем ӳкернӗ».
Чӑваш кӗнеке издательстви аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевӑн халалне пичетлесе кӑларнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма «Чӑваш халӑхне панӑ халал. Завещание чувашскому народу» ят панӑ. Халала икӗ чӗлхепе кун ҫути кӑтартнӑ.
Иван Яковлев хӑйӗн халалне 1921 ҫулта Чӗмпӗрте, Алексей тата Николай ывӑлӗсемпе пӗрле, ҫырнӑ. Халала шӑрҫалама патриарх 1918 ҫултах шухӑшланӑ. Амаланса аталаннӑ шухӑша виҫӗ ҫултан хут ҫине куҫарнӑ.
1955 ҫулччен документ Иван Яковлевсен килӗнчи архивра, СССР наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, истори наукисен докторӗ Алексей Иванович патӗнче упраннӑ. Иван Яковлевӑн мӑнукӗ, истори наукисен кандидачӗ Ольга Алексеевна 1955 ҫулта аслашшӗн архивӗн тӗп пайне В.И. Ленин ячӗллӗ СССР Патшалӑх библиотекин (халӗ вӑл — Раҫҫейӗн патшалӑх библиотеки) алҫырусен пайне панӑ.
Аякра пурӑнакан хастар чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине манасшӑн мар. Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ҫавӑн пекех. Унта маттур чӑвашсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивалӗ иртӗ.
Конкусра 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ май хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивальтен Сергей Держерученко ҫентернӗ. Коновалово салинче пурӑнакан яш Гран-прие тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шара тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхине тата республика историне вӗренмелли онлайн курссем пуҫарнӑ. Анчах ку тӳлевсӗр мар.
Сбер Edutoria палтформӑра чӑваш чӗлхине вӗренес тесен 12 уйӑхшӑн 3 пин тенкӗ тӳлемелле. Пӗтӗмпе унта 13 лекци. Вӗсем – чӑваш чӗлхи, Чӑваш Енӗн историйӗпе культури пирки.
2022 ҫулта Мускавра «Литература народов России: Народная мудрость» антологи пичетленсе тухнӑ.
Ҫав тома Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхӑн 14,5 пин пин ытла паремийӗ кӗнӗ. Вӗсене 65 наци чӗлхинчен, ҫав шутра 22 диалектпа калаҫуран суйласа илнӗ.
Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшӗсемпе 587–597-мӗш страницӑсенче паллашма пулать. Вӗсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Ольга Михайлова пухса хатӗрленӗ. Вӗсене вырӑслана асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев куҫарнӑ.
«Савӑнмалли пурах. Елчӗк тӑрӑхӗнчи стеласем ҫине ялсен ячӗсене чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса вырнаҫтарнӑ», — хавхаланса хыпарланӑ иртнӗ канмалли кунсенче тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ хыҫҫӑн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ тата ҫыравҫӑ Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
«Чӑвашла ял ятне пы-ысӑк сас паллисемпе ҫырни уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ. Маттур ҫав ман ентешсем! Кунта Чӑвашла пурӑнни аякранах курӑнать. Раҫҫей нумай чӗлхеллӗ ҫӗршыв, ытти халӑхсене сума сӑвасси вара тӑван чӗлхене, культурӑна хакланинчен пуҫланать», — пӗтӗмлетнӗ Елчӗк чӑвашӗ.
Иван Яковлевӑн «Сармантей» юмахӗ нумаях пулмасть ҫӗнӗрен пичетленсе тухнӑ. Юмаха Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – кун ҫути кӑтартнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательсвтинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекен кашни страницинче ӳнерҫӗ пӗр-пӗр пулӑма сӑнласа панӑ, пӗчӗк ачасен вара вӗсене тӗрлӗ тӗспе сӑрласа илемлетмелле.
Сӑрласа илемлетмелли кӗнекене Ольга Федорова редактор хатӗрленӗ. Ӳнерҫи – Светлана Бритвина.
Кӗнеке тиражӗ – 2000 экземпляр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.